Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ӗҫӗнче паян пӗлтерӗшлӗ самант пулса иртрӗ — пахалӑхлӑ куҫару тума кирлӗ мӑшӑрсен йышӗн 1/3 пайне туса ҫитертӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрсен шучӗ 333 333-рен иртрӗ!
Хальхи вӑхӑтра Яндекс.Тӑлмачра та, эпир хамӑр хатӗрленӗ машшин куҫарӑвӗн сайтӗнче те чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан-чӑвашла куҫарма май пур пулин те вӑл тем тесен те ҫав териех пахалӑхлӑ мар. Хӑшпӗр чухне лайӑхах куҫарса парать, тепӗр чухне ӑнланма ҫеҫ пулать, виҫҫӗмӗшӗнче вара пач та ӑнланмалла мар куҫарса парать. Ҫакӑн сӑлтавӗ — куҫару тума мӑшӑрсем ҫителӗксӗртерех пулнинче. Тем тесен те эпир хамӑр вӗрентнӗ модельте те, «Яндекса» панинче те пурӗ те 250 пин мӑшӑр кӑна. Мӑшӑрсен йышне миллиона ҫитерсен ҫеҫ йӗркеллӗ, тивӗҫлӗрех куҫару тума май пулӗ.
Ҫавна май эпир пурне те ҫак ӗҫе хутшӑнма чӗнсе калатпӑр! Мӗнлде пулӑшма пултаратӑр-ха?
1) Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче чӑвашла пуплевӗшсене вырӑсла куҫарса (ку ӗҫе пурте тӑваймаҫҫӗ пулин те, хӑшӗ-пӗри ӑна пурнӑҫлама пултаратех!);
2) Сканерланӑ чӑвашла текстсенчи йӑнӑшсене юсаса тухса (эпир сире кӗнекен ӳкернӗ страницисене тата хӑй текстне парӑпӑр — сирӗн сканерланӑ хыҫҫӑн юлнӑ йӑнӑшсене юсаса тухмалла пулӗ);
3) Эпир ӑсталанӑ машшин куҫарӑвӗн сайчӗпе усӑ курса чӑвашларан-вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла куҫарса (ҫапла май пирӗн куллен усӑ куракан тӗслӗхсем пухӑнӗҫ);
4) Чи ҫӑмӑл ӗҫ вара — эпир ӑсталанӑ машшин куҫарӑвӗн сайтӗнче пирӗн тӑлмач хатӗрленӗ куҫарусене хакласси (кунта япӑххисемпе аван куҫарусене ҫеҫ сирӗн суйламалла).
Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑванла казах халӑхӗн ку чухнехи паллӑ поэчӗн Жан Бахытӑн (Бахытжан Канапьяновӑн) «Хӑйӑрлӑ сехет» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унта пултаруллӑ сӑвӑҫӑн Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай чӑвашла куҫарнӑ, тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.
Бахытжан Мусаханович Канапянов – Казахстан Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн правленийӗн секретарӗ, Семипалатинскри Шакарим ячӗллӗ патшалӑх унивеситечӗн хисеплӗ профессорӗ, Кокшетау хулин хисеплӗ гражданинӗ, Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ деятелӗ, нумай сумлӑ премисен лауреачӗ, унӑн пултарулӑхне пӗтӗм тӗнче пӗлекен Олжас Сулейменов, Андрей Вознесенский поэтсем тата ыттисем те пысӑк хак панӑ.
Жан Бахытӑн сӑввисем чӑвашла халиччен пичетленмен.
Паллӑ казах поэчӗн ҫӗнӗ кӗнеки — Валери Туркай чӑваш вулаканне парнеленӗ черетлӗ парне. Кун умӗн вӑл, чӑвашла куҫарса, А.Пушкин, А.Чехов, Р.Гамзатов, Г.Тукай, М.Джалиль, М.Карим, К.Отаров, К.Кулиев, Т.Шевченко кӗнекисене, Кавказ халӑхӗсен поэзийӗн антологине, белорус поэзийӗн антологине, Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен поэзийӗн антологине тата ытти чылай паха та кӑсӑклӑ кӗнекене халӑх патне ҫитернӗччӗ.
«Язык это великое целое, вековое создание творческой мысли народа...»
(Н.И. Ашмарин).
Тӑван чӗлхемӗрӗн хальхи лару-тӑрӑвӗ те, пуласлӑхӗ те куллен калаҫтарни темскерле кичем шухӑшсене те сирме пулӑшать. Нумаях пулмасть тӑван чӗлхесен эрнинче чӑвашсем те Фейсбукра ӑна тӑтӑш аса илни таҫти шӑплӑха юлмарӗ пулас. Чӑвашлӑхӑн янкӑр тӳпинчи сӳнсех пӗтеймен шевлине чӗртсе тӑратма тӑрӑшакансене чунтанах Тав сӑмахӗ калас килет. Эсир каланисем, палӑртнисем таҫта аякра пулсассӑн та ҫав-ҫавах маншӑн та янӑравлӑ саспах илтӗнеҫҫӗ.
Манӑн малаллахи сӑмахӑм чи паллӑ чӗлхе ӑраскалҫи пирки пулӗ. Пултаруллӑ чӑвашсен ретӗнче унӑн кӳлепи чи малти вырӑнта тӑрать. Ҫак асамҫӑ чӗлхе тӗпчевҫи-сыхлавҫи ҫуралнӑранпа кӑҫал кӗр кунне 150 ҫул ҫитнине хамӑр тӑрӑхра палӑртма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
Тӗнчипех паллӑ финн чӗлхеҫи Г.И. Рамстедт (1873-1950) тепӗр пирӗншӗн пушшех паллӑ чӗлхеҫӗ пирки тӑтӑш ҫапларах аса илтернӗ: «So sagt der ausgezeichnete Erforscher und Kenner des Tschuwassischen Aschmarin». Ялан вӑл: «Н.И. Ашмарин кун пирки ҫапла калать», — тенӗ.
Тутарстанри шкул ачисем тӗп патшалӑх экзаменне тытмалли предметсене суйланӑ. Чӑваш чӗлхипе экзамен тытас кӑмӑллисем те пур.
Кӳршӗллӗ регионта кӑҫал тӑхӑр класс вӗренсе пӗтерекенсенчен 1949 ача тутар чӗлхипе тӗп патшалӑх экзаменне тытма палӑртса хунӑ. Пӗлтӗр кун пеккисен йышӗ 1600 вӗренекен пулнӑ. Ҫак цифрӑсене Тутарстанӑн Вӗренӳ министерствин ӗҫченӗ Марина Алексеева пӗлтернӗ.
Марина Алексеева каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта 100 ача чӑваш чӗлхипе экзамен тытма ӗмӗтленет. Удмурт тата мари чӗлхисене суйланисем те пур.
Тӑван чӗлхене суйлакансен йышӗ ҫапах та сахалтарах. Математика предметне, акӑ, Тутарстанри 405 пин ача суйланӑ. Ҫакӑ вӑл е ку предмет ӳлӗмрен вӗренме кӗнӗ чух кирлӗ пулассипе ҫыхӑннӑ пулинех.
Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнчи пултаруллӑ ачасем (вӗсене хавхалантарса тӑракан педагогсем пурри пирки эпир иккӗленместпӗр) ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Кӑрлач уйӑхӗнче, сӑмахран, унти «Ҫӗнӗ хум» пресс-центр «Морошка» юмаха чӑвашлатнине хыпарланӑччӗ.
Халӗ ачасем пластилинран чӑвашла мультфильм ӳкернӗ. Сӑнарсене пластилинран ачасем хӑйсем ӑсталанӑ. Аслисем мар. Шӑпӑрлансем. 2-мӗш тата 4-мӗш классенче вӗренекенсем. Пластилинран тӗрлӗ япалана вӗсем хаваслансах тунӑ. «Йӑнӑшсене куратпӑр. Тӳрлетӗпӗр. Ытла ҫирӗп ан хаклӑр, вӗренетпӗр ҫеҫ», — тесе ҫырнӑ Ҫӗнӗ Мӑратри шкул ачисен юхӑмӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш ачисен клубӗ шāматкун, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӑван чӗлхене вēренес шухӑшлā шӑпӑрлансене хӑй патӗнче пуҫтарнӑ.
Ҫакӑн пирки эпир «Аталану» ассоциаци пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, икē ушкāнāн та занятийē Шупашкарти Ленин проспектēнчи 15-мӗш ҫyртра, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен наци вулавӑшӗнче иртнӗ. Заняти вулавӑшри 212-мēш пулēмре пулассине пӗлтернӗ. «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкāнē 14 сехетре, аслā ушкāнāн вара 13 сехетре занятийēceм пуҫланēҫ», — хыпарланӑ «Аталану» ассоциацире.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ унта.
Занятие хӑш ҫулхи тата миҫе ача пухӑнни пирки хыпарланине каярах пӗлтерменччӗ.
Эпир час-часах чӑваш халӑхӗн «чӑваш» текен этнос ячӗ хӑҫан пулса кайни ҫинчен калаҫатпӑр. Тата мӗншӗн-ха Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхар халӑхӗн этнонимӗ Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче «чӑваш» этнонимпа улшӑнни ҫинчен е кун пек улшӑну пулман та-ши, текен ыйту та нумай ҫынна канӑҫ памасть. 19 ӗмӗр вӗҫӗнче – 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ Н.И.Ашмарин паллӑ историк-тюрколог авалхи пӑлхарсене ҫак «пӑлхар» ятпа ытти халӑхсем чӗннӗ, пӑлхарсем хӑйсене хӑйсем «чӑвашсем» тени ҫинчен каланине нумайӑшӗ пӗлетпӗр. Урӑхла каласан, ӑсчах ҫырнӑ тӑрӑх, ҫакна ӑнланмалла: 10-мӗш ӗмӗрте мӑсӑльман тӗнне йышӑннӑ пӑлхарсемпе кунта 13 ӗмӗрте килнӗ монгол-тутарсем тата кипчаксем 13–15 ӗмӗрсенче пӗр тутар этносне пӗрлешнӗрен, 10-мӗш ӗмӗрте мӑсӑльман тӗнне йышӑнман, хӑйсен тӑван чӗлхине ҫухатман пӑлхарсене 15 ӗмӗрте вӗсен авалтан килекен ячӗпе ҫӗнӗрен «чӑваш» тесе палӑртма тытӑннӑ иккен.
Н.И. Ашмарин каланипе тавлашма май ҫук, мӗншӗн тесен, «чӑваш» текен этнос терминӗ Хусан ханлӑхӗ тата Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ умӗнхи вӑхӑтсенчех пулни ҫинчен нумай истори факчӗсем калаҫҫӗ.
Чӑваш Ене республикӑн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров килнӗ. Вӑл кунта килсен тӑван чӗлхе ыйтӑвӗ пирки те сӑмах хускатнӑ.
Николай Федоров Шупашкара килсен ЧР Наци вулавӑшӗнче пулса курнӑ. Николай Васильевич ҫитес вӑхӑтра тӑван чӗлхене вӗрентме, учебниксемпе преподавательсене хатӗрлеме хушма укҫа пулассине пӗлтернӗ. Ҫакна Конституцири тӳрлетӳ те, этнокультурӑна упрасси, тума хӗтӗртет.
«Хушма укҫа уйӑрса парӗҫ, хала ав ҫӗнӗ институт, тӑван чӗлхесене вӗренме тата аталанма пулӑшакан федераци фончӗ, туса хучӗҫ, ӑна эпӗ ертсе пыратӑп. Хальлӗхе унта пысӑках мар укҫа, 200 миллион тенке яхӑн», - тенӗ Николай Федоров.
Ҫулталӑкне ку тӗллевпе 2 миллиард тенке яхӑн уйӑрма палӑртаҫҫӗ.
Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин 11-мӗш уйлӑхне хутшӑнма чӗнет. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 1–8-мӗшӗсенче «Сурские зори» кану базинче (вӑл Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнче вырнаҫнӑ) иртӗ.
«Хавал» уйлӑх Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата ют ҫӗршывран килнисене чӑваш чӗлхине ӑша илтерет. Унта опытлӑ вӗрентекенсем пулӗҫ. Семинарсем, лекцисем, ҫавра сӗтелсемпе тренингсем йӗркелӗҫ. Чӑваш, миноритарлӑ ытти культурӑпа чӗлхесене аталантаракан кӑсӑклӑ ҫынсемпе паллашма май килӗ. Сӑр юханшывӗ хӗрринче пӗччен е ҫемьепе пӗрле канма та май туса парӗҫ.
Чӑваш чӗлхине хальхи коммуникативлӑ тата грамматика меслечӗсене тӗпе хурса вӗрентӗҫ. 3-10 ҫулсенчи ачасем валли уйрӑм программа пулӗ, 11 ҫултан аслӑраххисем валли те ятарлӑ программа йӗркелӗҫ.
Уйлӑха Мускаври урал-алтай чӗлхисен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑх кандидачӗ Александр Савельев (Сантӑр Савкилта), Эктор Алос и Фонт (Шупашкар-Барселона) социолингвист, Айрат Тухватуллин (Хусан) истори факультетӗн доценчӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ; Арцём Федоринчик (Тимукка) (Шупашкар-Кейӳ) чӗлхеҫӗ-типолог, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ килсе ҫитӗҫ.
«Хавал» чӑвашсен пуҫару ушкӑнӗ чӑвашла ҫыракан лавккасене халӑх ытларах ҫӳренипе ҫӳременнине пӗлесшӗн.
Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Хавал» ушкӑн ыйтӑм ирттерет. Унта сӑмах «Пятёрочка» сеть пирки пырать.
«Пятёрочка» ҫӗнӗ лавккасенче вырӑнти чӗлхесемпе те ҫырма пуҫларӗҫ. Ҫав шутра чӑвашла та! Паллах ӗнтӗ чӑвашла ҫырни пӗлтерӗшлӗ, анчах та Сирӗн суйлава чӑваш чӗлхипе усӑ курни витӗм кӳрет-и? Эсир ытларах «Пятёрочкӑна» ҫӳреме пуҫларӑр-и?» — тесе ҫырнӑ «Хавал».
Чӑн та, Кӳкеҫре Совет урамӗн вӗҫӗнче уҫӑлнӑ лавккара та чӑвашла ҫырнӑ. Чӑвашра чӑвашла ҫырнишӗн, пӗр енчен, тӗлӗнмелле те мар-ха. Ҫапах та пурте апла туманран чӑвашла ҫырнисене курсан савӑнатпӑр.
Чӑвашла ҫырнӑ лавккасене «Хавал» ыйтӑмне хутшӑннӑ 24 ҫынран 10-шӗ ытларах ҫӳреме пуҫланине пӗлтернӗ. 8-шӗ ҫук тесе пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |